Ман пирки

Эпĕ, Федотова Людмила Аркадьевна, 1959-мěш çулта Чăваш Республикинчи Вăрмар районне кěрекен Энěшпуç ялěнче рабочисен çемйинче çуралнă. 1976-мěш çулта Энěшпуçěнчи вăтам шкула пěтернě хыççăн И.Н.Ульянов ячěллě Чăваш патшалăх университетне историпе филологи факультетне вěренме кěнě.
1993-мěш çултанпа паянхи кунччен Шупашкар хулинчи пěтěмěшле пěлÿ паракан 60-мěш вăтам шкулта ачасене тăрăшса, чуна парса чăваш чěлхипе литературине, тăван ен культурине вěрентетěп. Аслă категориллě вěрентекен.
Манăн вěренекенěмсем районти, хулари, республикăри, Пěтěм Раççейри тěрлě конкурссен çěнтерÿçисемпе лауреачěсем.
Хулари, республикăри чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен Ассоциацийěн ěçне, ăслăлăх конференцийěсене хастар хутшăнатăп.
Раççей Федерацийěн пěтěмěшле пěлěвěн хисеплě ěçченě (2004), Раççейри чи лайăх вěрентекенсен конкурсěн çěнтерÿçи (2007), республикăри (2003, 2006), Пěтěм Раççейри (2004, 2007) конкурссен лауреачě, Чăваш таврапěлÿçисен пěрлешěвěн членě (2004), Чăваш халăх академийěн член-ассистенчě (2006), Чăваш халăх академийěн чăн членě (2009), Чăваш наци музейěн хисеплě парнелевçи (2006).
Районсенче, республикăра тухса тăракан хаçат-журналсенче статьясем пичетленě. 2009-мěш çулта пичетленнě «История села Шоркистры в географических названиях» кěнекешěн Г.Вантер ячěллě диплома тивěçнě.
Ĕçри çитěнÿсемшěн дипломсемпе хисеп хучěсем парса чысланă.
- Designed by EZwpthemes Drupalized by Azri Design