Çанталăк

Тěллевсем:
Сапăрлăх тěллевě:
Тăван тавралăха, çанталăка сăнама вěрентесси; тавралăх илемне туйма вěрентесси.
Пěлÿ тěллевě:
Хамăр тăрăхри çанталăкпа паллаштарасси; паллă ячěсене пуплеве кěртесси.
Аталантару тěллевěсем:
Калаçура паллă ячěсемпе усă курма вěрентесси, вěсен пулăвне сăнасси. Калавăн содержанине кěскен кластер туса калама вěрентесси.
Урок мелěсем, меслечěсем: учитель сăмахě, ыйту-хурав, тишкерÿ, ачасем каласа парасси, Л.Долина юрлакан «У природы нет плохой погоды» юрра итлесе тишкересси, кěнекепе ěçлесси, кластер тăвасси, ваттисен сăмахěсемпе ěçлесси.
Кирлě хатěрсем: çулталăк вăхăчěсене, тěрлě çанталăка кăтартакан слайдсем, паллă ячěсен пулăвне кăтартакан таблица, паллă ячěсене çырнă карточкăсем, халăх сăнавěсем, «Халăх сăмахлăхě» кěнеке (Шупашкар, 2003), М.Федоровăн «Арçури» баллади, магнитофон, компьютер, мультимедиапроектор, «Çанталăк» презентаци.
Çěнě сăмахсем:
Ǎмăр – пасмурный, хмурый, ненастный
Нÿрě – сырой, влажный
Йěпе – ненастный, влажный, дождливый
Тěксěм – пасмурный, хмурый
Тÿлек – безветренный, тихий
Типě – засушливый, сухой, засуха
Сулхăн – прохладный, холодноватый
1. Класа йěркелесси.
2. Дежурнăйпа калаçасси.
3. Умěнхи калаçу.
Доска (слайд) çинче юр, çанталăк, хěвел, пěлěт, çил сăмахсем. Вěренекенсем вěсене вулаççě, куçараççě, предложенисем йěркелеççě, вěсене мěн пěрлештернине ăнланма тăрăшаççě.
4. Урок темипе, тěллевěсемпе паллаштарасси.
5. Çěнě сăмахсемпе ěçлесси.
  • вулаттарасси;
  • вырăсла куçарасси;
  • сăмах майлашăвěсем, предложенисем тăвасси,
  • предложенисене анлăлатасси.
    6. Çулталăк вăхăчěсене аса илсе çирěплетесси.
    - Халě çулталăкăн хăш вăхăчě? (Слайд).
    - Хěлле хыççăн çулталăкăн хăш вăхăчě пулать?
    - Хěлле (çуркунне, çулла, кěркунне) мěнле çанталăк пулать? (Вěренекенсем хуравлаççě. Слайдсем).
    - Ǎшă, лăпкă, сивě, шăрăх… сăмахсем мěнле пуплев пайне (часть речи) кěреççě-ши? Мěнле ыйту çине хуравлаççě? (Пуплев пайне чăвашла калаймасан вырăсла калаççě).
    - Паллă ячěсем мěне пěлтереççě?
    - Тěрěс, çак сăмахсем паллă ячěсем пулаççě. Вěсем пурте мěнле? ыйту çине хуравлаççě.
    7. Паллă ячěсемпе ěçлесси, вěсен пулăвне сăнасси. «Паллă ячěсем» таблица (Слайд).
    Доска çине çак паллă ячěсене çырнă:
    Ăшă çиллě (ветреный)
    Лапкăтěтреллě (пасмурный, туманный)
    Сивěтăманлă (вьюжный, буранный, метельный)
    а) уйрăм паллă ячěсене (çиллě, тěтреллě, тăманлă…) вырăсла куçарасси;
    б) паллă ячěсен пулăвне сăнасси;
    - Кусем те паллă ячěсем. Сăнаса пăхар-ха, вěсем мěнле майпа пулнă-ши? (Вěренекенсем хуравлаççě).
    Япала ячě + аффикс = паллă ячě
    - лă (-лě)
    - ллă (-ллě)
    - Хăçан –лă (-лě), -ллă (-ллě) аффикссем çыраççě?
    в) паллă ячěсене чăвашла куçарасси, вěсен пулăвне сăнасси
    Дождливая - _____________
    Солнечная - _____________
    Облачная - _____________
    8. Паллă ячěсем тăвасси.
    а) Çил вěрет. Мěнле çанталăк тетпěр? (Çиллě).
    б) Хěвел пăхать. (Хěвеллě).
    в) Хěвел пăхмасть, хура пěлěтсем нумай. (Пěлěтлě).
    г) Çил вěрмест. (Тÿлек, лăпкă, çилсěр).
    д) Çумăр çуса кайнă. (Йěпе, нÿрě).
    9. Кěнекери текстпа ěçлесси.
  • ăшра вулаттарасси;
  • уйрăм ачасене вулаттарасси;
  • ăнланман сăмахсемпе ěçлесси;
  • ăнланнине тěрěслесси (вырăсла каласа параççě);
  • ыйтусем çине хуравласси;
    - Мěншěн хамăр тăрăхри çанталăка вăтам (умеренный климат) тетпěр?
    - Хěллехи вăтам температура миçе градуса çитет?
    - Шартлама сивěсем пирěн патра пулаççě-и?
    - Сивě çанталăкра уйрăмах мěнсене йывăр килет?
    - Çулталăкăн хăш вăхăчě сире ытларах килěшет? Мěншěн?
  • вěренекен – вěренекен диалог йěркелесси (вěренекенсем ыйту параççě).
  • кластер тăвасси.
    Ç а н т а л ă к
    ХěллеÇуркуннеÇулла Кěркунне
    (Кластерпа усă курса вěренекенсем хěлле (çуркунне…) çинчен, çак вăхăтри çанталăк çинчен каласа параççě).
  • пěтěмлетесси.
    - Çапла, пирěн патра сивви те, ăшши те, çумăрě те, юрě те пулать. Çуллахи сывлăш температури чи шăрăх кунсенче те вăтăр градус таран кăна хăпарать. Хăш чух вăтăр градусран та иртме пултарать. Хěлле сайра хутра кăна çанталăк вăтăр градус таран е унтан та ытларах сивěтме пултарать.
    10. Халăх сăнавěсемпе ěçлесси.
    - Ачасем, халě çанталăка синоптиксем сăнаççě терěмěр. Елěк çанталăка камсем сăнанă-ши? (Хуравсем).
    Халăх сăнавěсем (Слайд).
    - Мăрйерен тěтěм юпа пек тÿрě тухсан сивěтессе теççě.
    - Кěркунне пилеш нумай пулсан хěл сивě пулать теççě.
    - Çумăр пулас умěн пулă кěмест теççě.
    - Вăрман хытă кашласан çумăр пулать теççě.
    - Чěкеçсем çěр çумěпе е аялтан вěçсен çумăр пулать теççě.
    - Кушак кăмака çине хăпарса выртсан çанталăк сивěтет теçě.
    - Çумăр хыççăн асамат кěперě курăнсан, тепěр кун уяр çанталăк пулать теççě.
    - Михаил Федоров хăйěн «Арçури» балладинче акă мěн çырать:
    Хěвеланăç хěрелет,
    Ыр çанталăк пăсăлать
    Хура пěлěтсем тухаççě,
    Çăва патěнчен килеççě. (М.Федоров. Арçури. – Шупашкар, 1998. 32 с.).
    - Эсир мěнле халăх сăнавěсене пěлетěр? (Вěренекенсем чăвашла калаймасан вырăсла калама пултараççě).
    11. Кану тăхтавě.
    Лăпкăн вěрчě ăшă çилě, хумханаççě йывăçсем.
    Пит ÿсесшěн вěсем çÿллě, эпир лартнă йывăçсем.
    Ак, эпир те кармашатпăр, халь çитесшěн вěсене.
    Кăшт хумханнă хыççăн пурте шăп ларар, ěçе пуçлар.
    (Сăвва каланă май вěренекенсем хусканусем тăваççě.)
    12. Антонимсене, синонимсене аса илесси.
    а) хирěçле пěлтерěшлě сăмахсем (антонимсем) тупасси:
    хěвеллě –(тěксěм, пěлěтлě, ăмăр)
    çиллě – (лăпкă, тÿлек, çилсěр)
    типě –(çумăрлă, нÿрě, йěпе)
    сивě – (ăшă, пăчă, шăрăх, вěри)
    б) çывăх пěлтерěшлě (синонимсем) тупасси:
    ăшă –
    пěлěтлě –
    уяр –
    13. Пăнчăсем вырăнне кирлě сăмахсем лартасси.
    Ачасем (ăшă, хěвеллě) çанталăкра шыва кěреççě. Хěвел (уяр) çанталăкра курăнать, (ăмăр, тěксěм, пěлěтлě) çанталăкра курăнмасть. Кăмпа (нÿрě, йěпе) çанталăкра ÿсет, (типě, шăрăх, вěри) çанталăкра ÿсмест.
    14. Урока пěтěмлетесси.
    - Ўкерчěкре çулталакăн хăш вăхăтне кăтартнă? (Слайд).
    - Çулла (хěлле, кěркунне, çуркунне) мěнле çанталăк пулать?
    - Сана мěнле çанталăк килěшет? Мěншěн?
    (Вěренекенсен хуравěсем).
    …Уçă сывлăшра пулни çынсен сывлăхне çирěплетет. Хěлле çунашкапа, йěлтěрпе, конькипе ярăнăр, çулла шыва кěрěр.
    15. Лариса Долинăн «У природы нет плохой погоды» юрра итлесси.
    … У природы нет плохой погоды,
    Всякая погода – благодать…
    - Çапла, пур çанталăк та хăйне май лайăх. Хăшне çиллě, хăшне çумăрлă, хăшне хěвеллě çанталăк килěшет. Çутçанталăкăн, апла пулсан, начар çанталăк çук.
    16. Киле ěç парасси:
    а) илемлě вулама вěренесси (175 стр.);
    б) халăх сăнавěсем тупса çырасси.
    17. Вěренекенсен ěçне хакласси.
    18. Сывпуллашасси.
  • - Designed by EZwpthemes Drupalized by Azri Design